2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 412,5 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартнӑ. Ҫав шутран 221 пине тӑваткал метрӗ — нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр, 191,5 пин таваткал метрӗ — уйрӑм ҫурт-йӗр.
Ҫурт-йӗре пуринчен ытла Шупашкарта (213,8 пин тӑваткал метр), Шупашкар муниципаллӑ округӗнче (75, 1 пин тӑваткал метр), Муркаш тӑрӑхӗнче (15,4 пин тӑваткал метр), Ҫӗнӗ Шупашкарта ( 11,8 пин тӑваткал метр), Канашра (11,5 пин тӑваткал метр) туса лартнӑ.
Шупашкар районӗнчи прокуратура вырӑнти муниципалитет округӗнче ҫынсен ыйтӑвне вӑхӑтра хуравламаннине тупса палӑртнӑ. Кун пирки вырӑнти хастар надзор органне хӑй пӗлтернӗ-ха.
Прокуратура тӗрӗсленӗ те Ишлей ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫын ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вырӑнти тӳре-шара патне ыйтса ҫырнине палӑртнӑ. Муниципалитетӑн Ишлей территорийӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва хуравлама васкаман. Ыйтӑвӗ урамри юра турттарманран ҫурхи шыв юхса выртнипе ҫыхӑннӑ.
Тӳре-шара тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне округӗнче ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче «Манӑҫми аваллӑх» фольклор уявӗ иртнӗ.
Ӑна питӗ пуян та интереслӗ йӗркеленӗ: тематика конкурсӗсем, чӑваш ҫамрӑкӗсен вӑййисем пулнӑ. Вӑрнар, Канаш, Шупашкар, Елчӗк округӗсенчи пултаралӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Выйкӑт» ҫемье фольклор ансамблӗ кӗсле калас, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
«Хыпар» издательство ҫуртне ҫӗнӗ редактор ертсе пыма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: яваплӑ ҫак должноҫа Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторне Виктория Вышинскаяна шанса панӑ.
Ӗнер коллектива ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарма республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Гурьянов пынӑ.
Виктория Вышинская журналистикӑри кун-ҫулне «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентӗнчен пуҫланӑ. 2017 ҫултанпа вӑл «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ.
Виктория Вышинская нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан республика ертӳҫи «Хыпар» издательство ҫуртне пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Ҫав шутра — Пичет ҫуртне юсама та. Олег Николаев пулӑшма шантарнине министрӑн ҫумӗ Алексей Гурьянов та ҫирӗплетнӗ. Республикӑра медиацентр йӗркелеме йышӑнни ҫав тӗллевпе тунӑ утӑмран пӗри иккен. Унӑн центрӗ «Хыпар» пулса тӑрӗ. Медицентрпа чи малтанах Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫата пӗрлештерӗҫ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Куснар ялӗнче пӗр хӗрарӑма таджкисене пропискӑна тӑратнӑ. Вӗсем унӑн тӑван-пӗтенӗ пулман. Раҫҫейре регистраци пултӑр тесе лешсем ыйтнӑран вӑл вӗсене ялти ҫуртра пропискӑна тӑратнӑ. Хӑй хӗрарӑм Шупашкарта пурӑнать иккен.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри специалисчӗсем хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑа РФ Пуҫиле кодексӗн 322.2 статйипе айӑпласшӑн. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Икӗ таджика вӑл пӗлтӗрхи ҫурлда уйӑхӗнче пропискӑна тӑратнӑ.
Шупашкар округӗнчи Шӗнерпуҫ ҫыннисем ял уявне паллӑ тунӑ. Шӑпах Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче пухӑннӑ вӗсем. Шӗнерпуҫсем ял уявне 25 ҫул ытла паллӑ тӑваҫҫӗ, ырӑ йӑлана манмаҫҫӗ.
Уяв епле парнесӗр пултӑр-ха? «Нумай пурӑнни» федераци программипе килӗшӳллӗн ялта пурӑнакансем валли канмалли хӑтлӑ вырӑн тата уҫӑ спорт комплексӗ туса панӑ. Ӑна официаллӑ майпа уҫичченех ача-пӑча «тӗрӗсленӗ».
Ал ӗҫ куравӗнче хӗрарӑм кӗпи тӗп вырӑнта пулнӑ. Лаврентьевсен ҫемйи ӑна 150 ҫул ӗнтӗ ӑруран ӑрӑва парать. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Надежда Антоновна ӑна уявсенче тӑхӑнать.
Шупашкар мунициапллӑ округӗнчи Турикасси ялӗнче пӗрисем пахчара хальччен курман кӑпшанкӑна асӑрханӑ. Вӗсем ӑна видео ҫине ӳкерсе илнӗ, патакпа тӗксе пӑхаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн тава твиӗҫлӗ экологӗ Альберт Ластухин ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫӗрулми калчи е турат евӗр ҫав кӑпшанкӑ пяденица ятлӑ лӗпӗшӗн хурчӗ.
«Шел, ӑна асаплантараҫҫӗ. Чӑваш Енре унӑн виҫҫӗре яхӑн тӗсӗ пур. Вӗсенчен хӑшӗсемпе тӗрлӗ кайӑкпа чӗрчун апатланса пурӑнать. Хӑшӗсене Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Мӗнпур чӗрӗ чуна вӗлермелле мар, малтанах вӑл мӗн иккенне пӗлӗр. Ҫутҫанталӑкра усӑллипе сиенли ҫук. Экотытӑмра пурте кирлӗ», – палӑртса хӑварнӑ эколог.
Чӑваш Енри вӑр-вар ҫынсем глэмпинг текен хӑна ҫурчӗсем тума пуҫланӑ. Вӗсене хӑпартма патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать те строительство ӗҫӗ епле пынипе паллашма иртнӗ эрнере республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов объектсене ҫитсе курнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базинче 22 ҫурт пулӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, вӑл база илемлӗ вырӑнта, пӗве хӗрринче, вырнаҫнӑ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать.
Инвесторпа министр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кану базинче пӗр-пӗр пулӑмпа ҫхӑнтарнӑ туризма та йӗркелеме пулать. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивальне ирттерме. Кану бази ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ.
Шупашкар районӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) санаторире вара глэмпинг тума пуҫламан та. Инвестор хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламанран ӑна патшалӑх пулӑшӑвне илекенсен списокӗнчен кӑларӗҫ.
Паян республикӑра вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр округра ялсем электричествӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе - 15 ял.
Вӑрнар округӗнче - икӗ, Элӗк округӗнче - пилӗк, Шупашкар округӗнче - ултӑ, Улатӑр округӗнче - пӗр, Улатӑр хулинче пилӗк урам ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав вырӑнсенче авариллӗ бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ ӗҫсене май килнӗ таран хӑвӑрт пурнӑҫлама хушнӑ.
Ӗнер Шупашкар округӗнче мӗн пулнӑ вӑл? Ҫав пулӑма курнӑ ҫынсем, ахӑртнех, ун пирки нумай шутланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехет те 33 минутра Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра ҫынсем тусан ҫӗкленнине асӑрханӑ. Вӑл смерч евӗрех ҫавран ҫавӑрттарнӑ.
Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Тусанран мини-торнадо. Радиусӗ 10 метр», - тенӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |